Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӗмӗре вӗренпе виҫеймӗн...

К. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Виталий Енӗш ҫыравҫӑ 65 ҫул тултарнине халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Музей ертӳҫи Светлана Асамат пухӑннисене ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе, ӗҫ-хӗлӗпе туллин паллаштарчӗ.
Виталий Григорьевич Григорьев 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗшре ҫуралнӑ. Ямашри вӑтам шкулта сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫара кайиччен ялта ӗҫленӗ. 1964-1965 ҫулсенче Пушкӑртстанри Стерлитамак хулинче токарьте, слесарьте вӑй хунӑ. Каярах Авӑркас районӗнче чӑвашла тухса тӑракан "Ҫӗршыв ҫулӗ" хаҫатра тӑлмачра ӗҫленӗ.
1970 ҫулта Виталий Григорьевича Шупашкара "Капкӑн" журналта ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Пай пуҫлӑхӗнче, яваплӑ секретарьте, редактор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Мускавра Литература институчӗн аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Чӑваш Писательсен союзӗн литература консультантӗнче вӑй хунӑ, СССР Литфончӗн Чӑваш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ те пулнӑ.
ЧР Профессионал писательсен союзӗн председателӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай В.Енӗше юбилейпе ӑшшӑн саламларӗ, литературӑра ӑнӑҫу сунчӗ.
Виталий Енӗш — 20-е яхӑн кӗнеке авторӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри вырӑсла, украинла, пушкӑртла кун ҫути курнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Ҫӗр тӗрекӗ" /1972/, "Чи маттурри — Урине" /1984/, "Ҫулҫӑ айӗнчи ҫырла" /1986/, "Чун каварӗ" /1987/, "Чиркӳ ҫулӗ" /2002/. Енӗш — Пушкӑртстан Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Енӗш — пушкӑртла "инӗш" тесе илтӗнет, пӗчӗк юхан шыв тенине пӗлтерет. Пур юхан шыв та сарлака тинӗсе юхса кӗрет...

М. Данилова
«Хыпар», 2006, чӳк, 3, 24615 №


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-29 13:08:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3150 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем